Чӑваш танкисчӗн хӗрне Шупашкара чӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кунта сӑмах паттӑрлӑхне «Несокрушимый» фильмра сӑнарланине тивӗҫ пулнӑ Семен Коновалов танкистӑн хӗрӗ пирки пынӑччӗ.
Паян Чӑваш Енри кинозалсенче «Несокрушимый» фильма тӳлевсӗр кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн залӗнче те кино курма май килнӗ. Унта фильмри тӗп сӑнар никӗсне лекнӗ Семен Коновалов танкистӑн, вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ, хӗрӗ Ирина Бродская килнӗ. Семен Коновалов пӗр ҫапӑҫура 16 танка тӗп тунӑ.
Ирина Бродскаяпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ӑна Ирина Бродская ача чухне Чӑваш Енри тӑванӗсем патне, Тӑвай районне, ашшӗ-амӑшӗпе час-часах килсе ҫӳренине каласа кӑтартнӑ.
Юрий Спиридонов режиссёр «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. Варламов подполковник итлет) фильм ӳкерме пӗлтӗрех пуҫланӑччӗ. Вӑл кинокартина — вӑрҫӑ драми. Унта амӑш сӑнарне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Вера Кузьмина калӑплать.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти «ГОЛОС» (чӑв. Сасӑ) сасӑ ҫыракан студире Вера Кузьминична пулнӑ. Унта чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗн сассине ҫырса илнӗ.
Вера Кузмина 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хальхи Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш театрӗнче вӑл хӑватлӑ вун-вун сӑнара ӗнентермелле калӑпланӑ. Паян та Вера Кузьмина сцена ҫине тухать.
Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те.
Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ.
Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Оксана Геннадьевна Елчӗк районӗнчи Акчел ялӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ. Оксана Ястребова Ростов хулинчи патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Етӗрне районӗнчи, Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратурӑсенче тӗпчевҫӗре, аслӑ тӗпчевҫӗре, Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта ӑна Тӑвай районӗн прокурорӗ пулма шаннӑ. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑннӑ муниципалитетра прокурор пулса ӗҫлес вӑхӑта тата тепӗр пилӗк ҫуллӑха тӑсса панӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ.
Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен.
Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе.
Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ.
15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи
Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти
Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ.
Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен ФАПсене ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче вӗсене туянасси пирки пӗлтернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен е грузовиксен «Хӗрлӗ хӗрес» эмблема, «Медицина служби» тата «Фельдшерпа акушер пункчӗ» тесе ҫырни пулмалла.
Кунсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен ФАПсен гинекологи пуканӗ, электрокардиограф, аслисене тата 1 ҫул тултарман ачасене виҫмелли хатӗр, тонометр, наркӑмӑшлӑ тата вӑйлӑ витӗмлӗ эмелсене упрамалли сейф, дефибриллятор-монитор, экспресс-анализатор, санитари наҫилккисем, ӳпкене вентиляци тумалли аппарат пулмалла.
Кунашкал ФАПсене 16 пульницӑна парӗҫ: Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Улатӑр, Вӑрнар, Комсомольски, Элӗк, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи пульницӑсене.
Права илмесӗр руль умне ларни мӗнпе вӗҫленет? Ҫапла, чылай чухне инкекпе. Паян Канаш районӗнче авари пулнӑ, руль умӗнче ҫап-ҫамрӑк каччӑ ларнӑ. Унӑн водитель прави пулман, ҫапах вӑл ҫула тухма шикленмен.
Ирхине 4 сехет те 52 минутра «вунтӑваттӑмӗш» рулӗ умӗнче ларакан каччӑ «Энӗш» автоҫулпа пынӑ чухне атомобиле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ.
Тӑвай районӗн каччи аварире вилмеллех суранланнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ, ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Аса илтерер: 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулнӑ аваришӗн самосвал водительне айӑплани пирки пӗлтернӗччӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ.
Тӑхӑр ҫынтан тӑракан жюри хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палӑртса тухрӗ. Вӗсен ӗҫӗпе сире паллаштаратпӑр.
«Чӑваш вӑййисем» номинаци
1) «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» — Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн 4-мӗш класс ачисем;
2) «Кӗтесле» — Тӑвай районӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача пахчинчи 5 ҫулхи ачасем;
3) «Касримушкӑлла» — Муркаш районӗнчи «Колокольчик» ача пахчинчи 5–6 ҫулти ачасем.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци
1) Едифанова Мария (Патӑрьел районӗ, 6 ҫулта);
2) Аметова Анастасия (Муркаш районӗ, 3 ҫулта);
3) Матвеев Богдан (Муркаш районӗ, 5 ҫулта).
Ку ушкӑнрах «Чи пӗчӗкки — чи маттурри» вырӑна та палӑртнӑ — ҫак ят Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимешӗнчи «Пучах» ача пахчине ҫӳрекен 2 ҫулти Ева Кудрявцева тивӗҫнӗ.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пуҫламӑш шкул) номинаци
1) Мудрецов Алексей (Елчӗк районӗ, 6 ҫулта);
2) Николаева Анастасия (Каҫал районӗ, 10 ҫулта);
3) Алексеева Пинерпи (Ҫӗрпӳ районӗ, 6 ҫулта);
3) Волкова Анастасия (Вӑрнар районӗ, 12 ҫулта);
3) Антонова Елизавета (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта).
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын трактор туянма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Хӑйне килӗшекен транспорта тупсан кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ.
Телефона «посредник» тытнӑ. Хайхи ҫын укҫана ӑна тӳлемелли пирки каланӑ. Тӑвай районӗн арҫынӗ техникӑна хуҫи патӗнчех, Шупашкар районӗнче, пӑхнӑ. Сутуҫӑ патне вара «посредник» маларах туянакан ҫын килесси пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, клиент тупса панӑшӑн кӑштах процент ыйтнӑ.
Сутуҫӑпа туянакан хак пирки калаҫса татӑлнӑ. Тӑвай районӗн ҫынни укҫана «посредник» кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах сутуҫӑ патне пӗр пус та ҫитмен.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче улталаннӑ икӗ арҫын полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Тӗмен хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри хӗллехи ял спорт вӑййисем иртеҫҫӗ. Унта пирӗн тӑрӑхрисем те тухса кайнӑ.
Спорт ҫемйисем хушшинче Чӑваш Енрисем халех палӑрнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Наталья тата вӗсен ывӑлӗ Никита Ефремовсем 12-13 ҫулсенчи арҫын ачасемлӗ ҫемьесен хушшинче тупӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкрех ачаллисен хушшинче Тӑвай районӗнчи Владимирпа Алина тата вӗсен ывӑлӗ Глеб Никифоровсем ӑмӑртаҫҫӗ.
Ҫемье командисем хутӑш эстафетӑра тупӑшнӑ та пирӗн ҫемьесем иккӗшӗ те хӑйсен ушкӑнӗсенче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Паян йӗлтр эстафетинче ӑмӑртнӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Ефремовсем иккӗмӗш тухнӑ, Никифоровсем — тӑваттӑмӗш вырӑнта.
Тӗменти ҫав ӑмӑртӑва пирӗн республикӑран Вӑрнар, Шупашкар, Йӗпреҫ, Тӑвай, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи 24 спосртмен хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |